Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Ҫӑкӑртан асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Мирун Еник (Н. Никонорова)

Пысăк Енккасси ялĕнчен паллă çыравçăсем тухнă: Исак Никифорович Никифоров (Александр Янташ), Мирон Романович Романов (Мирун Еник).

«Ман ял — Енккасси, Вăрмар районĕ», — тенĕ Мирон Романович Романов. Мирон Романов паллă тăлмачă, çыравçă пулнă. 1929 çулта «Сунтал» журналта пичетленсе тухнă. «Канашри литкружокра» ятлă заметка айне пуçласа «Йеник» тесе алă пуснă. Вăл 1931–1933 çулсенче чăвашсен Мускаври «Коммунар» хаçачĕн редакцийĕнче промышленноçпа транспорт пайне ертсе пынă. 1934-мĕш çулсенче тăван район хаçачĕн редакцине ĕçлеме кĕнĕ.

Вăрçă пуçлансан çара тепĕр уйăхран тухса кайнă, Карели фронтĕнче çапăçнă. 842-мĕш уйрăм çыхăну ротин йышĕнче отделени командирĕ пулса çапăçусене хутшăннă.

Аслă Çĕнтерӳ хыççăн «Хыпар» хаçатра чылай çул хушши яваплă секретарь, аслă куçаруçă пулса ĕçленĕ. Парти съезчĕсен, Аслă Канашĕн сессийĕсен материалĕсене, ытти документсене йăлтах вăл куçарса пичетленĕ.

Вăл чĕлхене лайăх пĕлнĕ, илемлĕ литература хайлавĕсене те куçарнă.

М.Романов литературăра та йĕр хăварнă. Литература псевдонимĕ — Мирун Еник. Унăн «Çул çинче», «Каçхи атака», «Арманта» тата ытти калавсем пичетленнĕ.

Вăл Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ работникĕ, журналистсен союзĕн членĕ пулнă.

Шел, паян унăн кĕнекисене библиотекăсенче тупса вулама çук.

Библиотекăра ятарласа кăларнă «Еник Мирун — çыравçă, тăлмачă», «Александр Янташ — çыравçă» буклетсемпе паллашма пулать.

Мирун Романов паянхи çыравçăсемшĕн çĕнĕ ят. Унăн творчествăри пултарулăхне пĕлни ỹсекен çамрăк ăрушăн уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ, ырă ячĕ пирĕн асран ан тухтăр.

Н. Никонорова,
Пысăк Енккассинчи тӗслӗхлӗ
ял вулавӑшӗн заведующийĕ.


 
Категорисем: Мирун Еник
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2015-03-23 10:27:10 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2920 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем